6680 | Тиркекене тиркенчӗк, суйлакана суйланчӑк. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6681 | Тиркекене тиркӗ тӗпӗ ҫакланнӑ. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6682 | Тиркемене тирпейли тет. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6683 | Туйманнине туйтарать, сисменнине систерет. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6684 | Тумланнӑ ҫынна тунката курать. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6685 | Туякан туять, туйманни пӗрре те туймасть. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6686 | Тӳсейменӗн тӳпи шӑтнӑ, курайманӑн куҫӗ шӑтнӑ. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6687 | Тӳсекене — тӳсӗмлӗх, чӑтакана — чӑтӑмлӑх. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6688 | Тӳсекене тӳсӗмлӗхне патӑр. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6689 | Тӳсекенӗ тӳш ашӗ ҫинӗ, тӳсейменни йытӑ ашӗ ҫинӗ. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6690 | Тӳсемлӗх ырлӑх анине ҫитерет. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6691 | Тӳссен-тӳссен тимӗр те татӑлать. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6692 | Тӳссен-тӳссен тӳсем хӑмпи те ҫурӑлать. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6693 | Ун пек кӑлтӑк мулла хӗрӗнче пур. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6694 | Ускӑн ҫын уяв кун чӗрӗлет. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6695 | Уҫӑ кутра йӗм тӑмасть. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6696 | Утланма лутра та, тытма йӑваш. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6707 | Хапсӑннипех Хапӑс хуҫи пулма ҫук. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6709 | Харам пырсемшӗн вӗллере вырӑн ҫук. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6708 | Харама вӗреннӗ ҫын янтинех шырать. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6710 | Хаяр йытӑ та хурипе йӑпӑлтатать. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6713 | Хаяр ҫын ҫине шӑл хӑйраҫҫӗ, йӑваш ҫын ҫине чулпа переҫҫӗ. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6714 | Хаяр хӗр качча каяйман. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6715 | Хаяр хунемерен усалли ним те ҫук. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6716 | Хаяр чӗлхеллӗ ҫынпа ан тавлаш. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6719 | Хӗрхенекен хӗрӗх чӗрнеллӗ хӗр илнӗ тет. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6718 | Хӗрхенекене хӑрӑк пулӑ. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6720 | Хӗрхенекене хӗрлӗ хӗр. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6721 | Хӗрхенекене хӗрли. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6722 | Хӗрхеннине хӗрле йытӑ ҫиет. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6723 | Хыт кукар аллинчен укҫа та куҫҫуль тӑкса тухать теҫҫӗ. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6724 | Хыт кукар пупӑн просвирӗ чул пек хытӑ теҫҫӗ. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6725 | Хыт кукар пухать — мурпа усал пуять. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6726 | Хыт кукар ҫур пус укҫашӑн та ҫулталӑк йӗнӗ тет. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6727 | Хыт кукар тула тухма ларсан та каяшӗ ҫине виҫ хут ҫаврӑнса пӑхнӑ тет. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6728 | Хыт кукар укҫине шӑши касать, чухӑн ҫын укҫи тӗнче касать. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6729 | Хыт кукар хыттине курса усал чӗппи савӑнать теҫҫӗ. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6730 | Хыт кукар хыттине ҫук ҫын шӑлӗ витес ҫук. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6731 | Хыт кукарӑн выльӑхӗ те хыткан. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6732 | Хыт кукарӑн ик хут саланнӑ тет. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6733 | Хыт кукарӑн хапхи яланах хупӑ. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6734 | Хыт кукартан хыт хура та ыйтса илеймӗн. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6735 | Хытӑ ҫӗрте — ҫул, хыт кукарта — мул. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6736 | Хытӑ ҫыннӑн пӳрнине кассан та юн тухмасть. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6737 | Хытӑ ҫынтан раштавра та пӗр кӗреҫе юр илеймӗн. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6697 | Чӑркӑш ҫын чӑркӑшма тесен чӑрӑш тӑррине те улӑхма хатӗр. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6698 | Чӑркӑш этем ялан имшеркке пулать. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6699 | Чӑркӑшнипех чӑрӑш касма ҫук. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6700 | Чӑрсӑр часах такӑнать теҫҫӗ. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6701 | Чӑтайман енне чӑх та тулашать. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |